Предыдущая публикация

Хĕрарăм
Хĕрарăм – пурнăçăн чечекĕ,
Унра ачашлăх, çепĕçлĕх, илем.
Ялан эс пул чечен те хÿхĕм,
Чуна илĕртекен чăн-чăн этем.
Хĕрарăм тени вăл – чи ырри,
Хĕрарăм тени вăл – чи хакли.,
Тытса тăран кил-çуртăн хăчĕ.
Ăспа чăтăмлăхăн хăвачĕ.
Хĕрарăм мĕнле – пурнăç çапла,
Унсăрăн çук килĕн илемĕ.
Таятăп пуçа сан умăнта,
Эс - çутçанталăк вăрттăнлăхĕ,
Юратăр,хисеплĕр, киленĕр,
Вара вăл санпа лулĕ ĕмĕр.
Чечеке упранă евĕр упрăр.
Эсир вара тин ырлăх курăр.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.