КӐВАКАЛСЕМПЕ СЕРИАЛСЕМ ҪИНЧЕН.
Экран ҫинчен куҫ илмесӗр,
Пӗр ҫекундне сиктермесӗр,
Виҫӗ тӑнсӑр кӑвакал
Пӑхса лараҫ сериал
Ирӗн- каҫӑн, кунӗпе.
Ал тутрисем йӗп- йӗпе.
- Хам пулсан суда паратӑп.
- Хам пулсассӑн ҫурататӑп.
- Каллех эрех ӗҫеҫҫӗ.
- Пӑх- за мӗнле хӗнеҫҫӗ.
- Тьфу, ҫак пирӗн арҫынсем
Таптама та пӗллмеҫҫӗ.
- Эй, намӑссӑр, Эй, тӑмсай!
- Йӑт ачуна, тух та кай!
- Тӑмана, эс, тӑмана,
Ма тиркерӗн Сашӑна?
- Эп вилеп, тупата туршӑн,
Ку арҫынни ялан кутшӑн.
- Тар хӑвӑртрах! Вӗлереҫ!
- Ай - ай- ай! Каллех хӗнеҫ!
Мӗнле чӑтаҫ чӗрисем...
Кӑвакалсем, итлесем!
Сериалсем куриччен,
Пустуй йӗрсе лариччен,
Пӗр- пӗр картла ҫапасчӗ,
Е пул тытма каясчӗ.
Юхтарасчӗ сӑмакун...
Ҫавӑн пек вӗт- ха, Мирун?