Сăвăсем çырма эпĕ çамрăкранах пуçланă пулсан та халăх умне ĕçĕмсене питех кăларман интернет ĕмĕрĕ пуçланиччен. Сăввăмсенчен юрăсем тукаланă-ха ĕнтĕ хам ĕçленĕ заводри художествă пултарулӑх ушкăнĕ валли. Пысăк сценă валли 2013-мĕш çулта çеç сĕнме хăю тупрăм темелле Фарида Файзуллинăпа паллашсан.Халь çакăнта лартакан сăвăпа юрă шăпах çав малтанхи юрăсенчен пĕри. Паян куна ман сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрăсен шучĕ икçĕре те çитрĕ пулин те малтанхисем чуншăн чи хаклисем шутланаççĕ.