Уй варринче лаштра юман,
Атте тесе, ай, кайрӑм та,
"Килех хӗрӗм",-ай, темерӗ:
Чун хурланчӗ-макӑртӑм та...
Уй варринче чечек ҫӑка,
Анне тесе, ай, кайрӑм та,
"Килех хӗрӗм",-ай, темерӗ:
Чун хурланчӗ-макӑртӑм та...
Уй варринче шурӑ хурӑн,
Савни тесе, ай, кайрӑм та,
"Килех тусӑм, ай, темерӗ:
Чун хурланчӗ-макӑртӑм та...
Асри юрӑсем.