Иртнĕ шăматкун Шупашкарти филармони залĕнче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе, конгресăн ырă кăмăллă тусĕсем-спонсорсем парнисене шеллеменнипе регионсем хушшинчи чăвашсен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсне йĕркелерĕ. Ăмăртăва республикăри тĕрлĕ районсенче тата регионсенче иртнĕ конкурссен çĕнтерÿçисем: çирĕм сакăр уйрăм юрăçпа пиллĕк ансамбль хутшăнчĕ. Çамрăк юрăçсене хавхалантарма Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, жюри председателĕ тата проект ертÿçи Валерий Клементьев сцена çине хăпарчĕç, конкурсра хутшăнаканс