Фильтр
Наталия Ивановӑн килне те хуйхӑ килсе шаккарӗ...

Наталия Николаевна Иванова – чăн-чăн патриот. «Моргаушцы – Zа ПОБЕДУ!” чата тытса пырать, СВО пуçланнăранпа салтаксене пулăшас ĕçĕ Муркаш тăрăхĕнче йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри. Вăлах нумай çул хушши Чăваш наци конгресĕн Муркаш тăрăхĕн уйрăмне тытса пычĕ, чăвашлăха аталантарас ĕçе çӳллĕ шая çĕклерĕ. Паян та Чăваш наци конгресĕн Мăн Канаш пайташĕ, президиум хастарĕ.

Пур енлĕ маттур çынсен килне те хуйхă килсе шаккать. Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Иванова Наталия Николаевнăн мăшăрĕ Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Иванов Алексей Владимирович хăйĕн ирĕкĕпе 2022 çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче Тăван çĕр-шыва хутĕлеме контракт çырн
Мӗн ҫырать "Чӑваш хӗрарӑмӗ" хаҫат ЧНК Мӑн Канашӗ ҫинчен.
  • Класс
Паян, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчи чӑваш наци автономийӗсен ертӳҫисем, республикӑмӑрти вырӑнти конгресс уйрӑмӗсен хастарӗсем тата Шупашкарти чӑваш наци конгресӗн пайташӗсем Мӑн Канаша пуҫтарӑнчӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн ҫулталӑка пӗрре иртекен Мӑн Канаш ларӑвне Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова килсе хисеплерӗҫ. Вӗсем конгресс хастарӗсене, регионсенчен килнӗ наципе культура автономийӗсен ертӳҫисене саламларӗҫ, чи маттуррисене Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.
Леонид Ильичпа Светлана Анатольевна хӑйсем те Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗсене тивӗҫрӗҫ.
Мӑн Канашӑн чи савӑнӑҫлӑ саманчӗ- Леонид Черкесов
  • Класс
Конкурса хутшӑнӑр!
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьел округӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" регионсем хушшинче ҫиччӗмӗш ҫул йӗркелекен конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗ шавлӑн кӗрлесе иртрӗ.
Аса илтеретӗп, ӑна ЧНК "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗ йӗркелесе пырать.
Конкурса икӗ тапхӑрта ҫӗнтернӗ Йӗпреҫ, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк муниципаллӑ округсен чи маттур хӗрарӑмӗсем хутшӑнчӗҫ.
Ал-ӗҫ тӑвасси, чӑваш апачӗ хатӗрлесси, хӑй ҫинчен каласса парасси, чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартасси тата пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшса ҫӗнтернисене пурне те тӗрлӗ номинацисенче палӑртрӑмӑр.
Гран-прие вара Йӗпреҫ тӑрӑхӗн чи пултаруллӑ хӗрарӑмӗ Оксана Иванова ҫӗнсе илчӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те Павел Николаевич Вязов тивӗҫтернӗ хаклӑ
Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

Ларура тӗп ыйтусем тӑваттӑ пулчӗҫ.
Малтанах конгресс кӑҫал туса ирттернӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен унӑн президенчӗ Валерий Клементьев каласа пачӗ. Регионсене тухса ҫӳресе чылай усӑллӑ мероприяти ирттернине асӑнса хӑварчӗ. Уйрӑмах Тутар Республикинчи Сиктӗрмере йӗркелесе ирттернӗ Уяв ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Конгресс ӗҫне хастар хутшӑнакан пайташсене Валерий Леонидович уйрӑммӑн тав турӗ.

Иккӗмӗш ыйтупа "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет ертӳҫине Юлия Мареевӑна итлерӗҫ. Вӑл комитет кӑҫал йӗркеленӗ мероприятисем ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут регионсем хушшинче иртекен "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" ял хӗрарӑмӗс

Показать ещё