Фильтр
Эпӗр камӑн тымарри?!
Эпӗр, камӑн, тымарри?!
Хӗрлӗ Чутай, тымарри.
(Улӗ - хӗрӗ, пить маттур.
Куҫ пекех упратӑр, Тур).
Тымарри вӗсен ӑҫтан?
Калӑн: Сӑрпа - Атӑлтан.
Сӑрпа: Атӑл хӗрринче.
Ман, тӑван, нумай тӗнче?!
Тӗленмеллӗх мӑйӗ пур.
Мӑйӗ пур та стайӗ пур.
Каччисем ҫурта пекех.
Хӗрӗсем ҫырла пекех.
Юман пек арҫынӗсем.
Ҫӑка пек хӗрарӑмсем.
Юрри - шӑпчӑк сассинчен.
Ташши шыв шарлакӗнчен.
Кӗневеш - и е Мӑчкаш?
Хоршевашка е Ставаш ?
Хӑнатар - и е Айхал?
Пире патӑрччӗ, вӑй - хал.
Ваттине, асӑнмана.
Хавал тухмӗ теп, сана.
Ӗҫ ҫитсен, ӗҫре авнар.
Уявра - мирпе савнар!
Шупашкарӑн, хулинче.
Чутайсен, хӑйсен, тӗнче.
Тӗнче курса тӗлӗнме.
Хака парӑр, илеме.
Килӗшӳллӗ те хитре.
Ҫӳллӗ - ҫӳллӗ сӑрт - ту тӑрне
Сансӑр тетӗп мана питӗ тӑвӑр.
Сан патне ҫул тытма пултӑр май.
Сӑр хӗрри авалтан ма - ши сумлӑ?!
Халӑх туртнӑ кунта йывӑра.
Самана сан килсен, питӗ хурлӑ,
Ҫӗр касса эс тухайнӑ вара.
Каюра пек кӑларнӑ тӑпрамӑр.
Сӑр хӗрне пӗрмаях хуратса.
Тарӑн ур, питӗ вӑрӑм, курсамӑр.
Эп, пӗлмен, хӗн - хура чӑтасса.
Хураях та лаши чӑтаймарӗ.
Хураях та тӑпра шав туртса.
Ҫын-этем пурпӗрех парӑнмарӗ.
Шӑн ҫӗре вӑл тӑрсан та катса.
Ҫӳллӗ - ҫӳллӗ сӑрт - ту тӑрне.
Канавне чавса хӑвар.
Шав шӑпамӑр кӗнекине.
Ятӑма ҫырса хӑвар....
Сӑр хӗрринче паттӑр халӑх...
Паттӑр халӑх ҫухалмасть.
Шав аҫалӑх та амалӑх.
Паттӑр, ӗҫ - хӗле, манмасть.
Сӑр вӑрманӗ
Чӑвашсем - чи илемлӗ, ман, халӑх.
Ӗлӗкрен - авалтан мӗн ҫапла.
Кӗмӗл пӗсехе те сӳс хӳрелӗх.
Янӑ халӑха малтан мала...
Ҫул - йӗрне тупаять - ши, ман халӑх?!
Тӗпсӗр кӳллӗн тӗпне тупма ҫук.
Сӑр вӑрманӗ юманлӑх, ҫӑкалӑх.
Ҫуккин ячӗ, паллах, тетӗп ҫук.
Вилнине чӗртейме питӗ йывӑр.
Кашни ялӑн йӑли хӑйне май.
Чутая - кам хурлӗ?
Чутая - кам хурлӗ? Чутая - мухтар!
Хамӑр ҫипуҫа та ӗмӗртен, савар.
Шурӑ тӗсӗ - Туррӑн. Тур ӑна хавас.
Санӑн чӑн та килтӗр пит сума сӑвас.
Чӑн чӑваш пурнатӗ, эсӗр, пур чухне.
Ҫӑлтӑр пек ҫутаттӑр, ҫӳлтен ҫӗр ҫине.
Уйӑх пек сӑн - питлӗ, пирӗн, Чутайсем.
Улӑх - ҫаранти пек чечекех, вӗсем!!!
Кайӑк хур карти пек тӑрӑр, картана.
Чӑн чӑваш пулнишӗн тав тӑвам, сана!
Чӗлхӗре те упрӑр, парӑр малалла,
Ун пекки те ҫук тӑр, чӑн та пулмалла.
Чӗвӗл чӗкеҫ евӗр, чӗвӗлтет савса.
Ӗмӗртен вӑл килнӗ тӑрӑр, пуҫ тайса.
Шурӑ акӑш тӗкӗ майлӑ, эс, ҫемҫе.
Чутая курсамӑр, кашни теп ҫеҫке?!
Ҫеҫкине ҫураҫҫӗ ӑшӑ кун ҫитсен...
Таврана чӑнах та нӗр - сӑнне кӗртсен!
Эй, Турӑҫӑм ҫӑлсамччӗ
Кашнийӗн хӑйӗн пулӗ, Тур патне кун - ҫул.
Чӑнах, инкек пырса ҫапсассӑн, утма ҫул.
Выртать унта, шур чиркӗве, кӗме васкан.
Хӗрес хыван, пӑхса, илсе паллах кӑн - кан.
"Эсех ҫеҫ, Турӑҫӑм, пар чун ҫирӗплӗхне.
Тек ҫӗнтерме парсам, усал - тӗселсене.
Чуна илес, тесе. Шак хучӗҫ утӑма.
Эй, Турӑҫӑм, ҫӑлсамччӗ, - тетӗп пуҫӑма!
Ӳкес ҫӗрте ална тӑсса парсам, мана.
Питех кӑра та ҫакӑ пирӗн, самана.
Пӗрне ҫӑтса вӑл ярӗ - лекнӗн, авӑра.
- Манпа пулсан, чӑнах та, эсӗ, ан хӑра.
Вӗсем пӗлмерӗҫ, тетӗп. Хӑйсене хӑйсем.
Тискер ӗҫне тумашкӑн ҫитрӗҫ, вӑйӗсем.
Пытарчӗҫ те манран, йӑлтах эп, куртӑм, хам,
Илтес теменнине те илтрӗ ман хӑлхам...
Ҫынна усал туни вӑл, таврӑнӗ кайла.
Пуҫу тавра ч
Астӑватӑн пулӗ тусӑм виҫӗ хурӑн
Астӑватӑн пулӗ, тусӑм, виҫӗ хурӑн?
Ҫавӑ пулӗ саншӑн чӑн та ҫул палли!
Астуса ҫавна - и - ха, эс, пырӑн?
Ҫавӑнта та выртӗ сан, юлташ, вилли.
Вилӗме, никам та, кӗтейсе лармасть тӗр.
Вилӗм кӗперен те ҫывӑх, теҫҫӗ тем.
Ыр сунан унта та чӑнахах манмасть тӗр.
Ҫын пулсаччӗ тетӗн вӑл чӑн - чӑн этем.
Пурнӑҫӑн саккийӗ чӑн та сарӑ, теҫҫӗ.
Сарлака пулнишӗн, вырӑн, ҫитӗ - и?!
Такама лармалӑх, куртӑр Турӑ, теҫҫӗ.
Кун ҫути пуриншӗн, тетӗп ҫитӗ - и?
Ыр ҫынран, ыр вӑрлӑх акӑнса та юлчӗ.
Манӑн, чун йӑранӗ, йышӑнчӗ ӑна.
Куҫӑмра куҫҫуль те ас илсе ман тулчӗ
Ма этем чӑнах та ҫӗр ҫинче хӑна?!
Пурнӑҫӑн саккунӗ, ҫавӑн пек тӗр, теҫҫӗ?!
Нимӗн те тӑваймӑн, эс, улӑштарма.
Ҫимӗкр
Чутайсем
Чутайсем - чи илемлӗ, ман, халӑх,
Чӑн - чӑваш, ҫипуҫне тӑхӑнсан.
Мӑнӑ шывӗ. Сӑр пекех, аваллӑх.
Улӑхри чечек евӗр пулсан...
Ӗмӗрхи туйӑмсем, нӗр кӗртеҫҫӗ.
Шарлакри шыв пекех кӗмӗл тенкӗ, сас пар.
Чутайсем - тӗнчене, хӑт кӗртеҫҫӗ.
Эс, апла, малалла яра пар!
Чутайсем - маххине тӗр памаҫҫӗ
Ят ямаҫҫӗ, хастар пулнӑран.
Чутайсем - чӗлхине мантармаҫҫӗ.
Питӗ лайăх вӑл, теҫҫӗ. Пулсан!!!
Кушелте упранать, ун такмакӗ.
Туйсенче тӑкӑнать туп - туллин.
Кукамай та кукаҫ, ун маҫак та мамакӗ.
Ӗлӗкрен илсе юлнӑ туллин.
Юррине пуҫласан, вӑрман янрӗ.
Ян сас кайӗ тавран сарӑлса.
Уйӗ - хирӗ, пире, вӑй - хал парӗ..
Ял таврашӗ ялан пил парса.
Чӑн Чутай
Чӑн Чутай, Арӑмсем, чечек евӗр хитре.
Чӑн Чутай, туй тумне, курма тиврӗ, сире.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, хисеплеҫҫӗ ӑна.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, тӗнчере пӗр кӑна!
Чӑн Чутай, ҫыннисем, йӑлана хисеплеҫ.
Чӑн Чутай чунлисем ҫӗр ҫине пӗр килеҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, Чутая - чыс тӑваҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, - ҫӑлтӑра та сӑваҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, хӗрлӗ тӗслӗ, вӗсем.
Чӑн Чутай, хӗрӗсем, хӗрлӗ питлӗ, тесем.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, чун - чӗреллӗ вӗсем.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, Чыслӑ - сумлӑ вӗсем.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, чӗлхене чун кӗртеҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, чӗрере вут чӗртеҫ...
Чӑн Чутай, ҫыннисем. Сӑр шывне юратаҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, мӑшӑрне юратаҫ...
Чӑн Чутай, ҫыннисем, туй тесен кар! сикеҫ.
Чӑн
Тӑван пиҫнӗ тӑварпа
Тӑван пиҫнӗ, тӑварпа.
Тӑван - тӑва хӑпарма.
Ҫӑкӑрпа та Тӑварпа.
Ӗмӗр пӗрле пурӑнма.
Шӑлтӑр - шалтӑр, урапи,
Шӑлтӑрттаттӑр майӗпен.
Юрлӑп - и те ташлӑп - и?!
Ӗмӗр ирттӗр, ерипен...
Тӑван, сахал, эс, йӗрех.
Куҫҫульпе пить ан йӗпен.
Пурӑнар - и чиперех.
Ырлӑх патӑр. Турӑ, тен?!...
Хура тутӑр - хур курма.
Хурине салтса перех.
Сарри - савӑнӑҫ курма.
Хурлӑх, сирӗн, ирттӗрех.
Кӑмӑл курма - кӗмӗл пур.
Пурри - пуршӑн кулянать.
Турӑ панӑ кунӑм пур.
Ҫукки ҫукшӑн вырханать.
Аллунта хут купӑс пур.
Савӑнтарать халӑха.
Сассӑм хыт янрассӑм пур.
Ырлӑха мар, хурлӑха.
Пуҫра сывлӑх пур чухне.
Ма - ха, пирӗн, савнас мар?!
Мире пар, мир халӑхне.
Пархатар курмашкӑн пар.
Палан йывӑҫ, пал
Показать ещё