Фильтр
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:58

Эпӗр камӑн тымарри?!

Эпӗр, камӑн, тымарри?!
Хӗрлӗ Чутай, тымарри.
(Улӗ - хӗрӗ, пить маттур.
Куҫ пекех упратӑр, Тур).
Тымарри вӗсен ӑҫтан?
Калӑн: Сӑрпа - Атӑлтан.
Сӑрпа: Атӑл хӗрринче.
Ман, тӑван, нумай тӗнче?!
Тӗленмеллӗх мӑйӗ пур.
Мӑйӗ пур та стайӗ пур.
Каччисем ҫурта пекех.
Хӗрӗсем ҫырла пекех.
Юман пек арҫынӗсем.
Ҫӑка пек хӗрарӑмсем.
Юрри - шӑпчӑк сассинчен.
Ташши шыв шарлакӗнчен.
Кӗневеш - и е Мӑчкаш?
Хоршевашка е Ставаш ?
Хӑнатар - и е Айхал?
Пире патӑрччӗ, вӑй - хал.
Ваттине, асӑнмана.
Хавал тухмӗ теп, сана.
Ӗҫ ҫитсен, ӗҫре авнар.
Уявра - мирпе савнар!
Шупашкарӑн, хулинче.
Чутайсен, хӑйсен, тӗнче.
Тӗнче курса тӗлӗнме.
Хака парӑр, илеме.
Килӗшӳллӗ те хитре.
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:54

Ҫӳллӗ - ҫӳллӗ сӑрт - ту тӑрне

Сансӑр тетӗп мана питӗ тӑвӑр. Сан патне ҫул тытма пултӑр май. Сӑр хӗрри авалтан ма - ши сумлӑ?! Халӑх туртнӑ кунта йывӑра. Самана сан килсен, питӗ хурлӑ, Ҫӗр касса эс тухайнӑ вара. Каюра пек кӑларнӑ тӑпрамӑр. Сӑр хӗрне пӗрмаях хуратса. Тарӑн ур, питӗ вӑрӑм, курсамӑр. Эп, пӗлмен, хӗн - хура чӑтасса. Хураях та лаши чӑтаймарӗ. Хураях та тӑпра шав туртса. Ҫын-этем пурпӗрех парӑнмарӗ. Шӑн ҫӗре вӑл тӑрсан та катса. Ҫӳллӗ - ҫӳллӗ сӑрт - ту тӑрне. Канавне чавса хӑвар. Шав шӑпамӑр кӗнекине. Ятӑма ҫырса хӑвар.... Сӑр хӗрринче паттӑр халӑх... Паттӑр халӑх ҫухалмасть. Шав аҫалӑх та амалӑх. Паттӑр, ӗҫ - хӗле, манмасть.
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:46

Сӑр вӑрманӗ

Чӑвашсем - чи илемлӗ, ман, халӑх.
Ӗлӗкрен - авалтан мӗн ҫапла.
Кӗмӗл пӗсехе те сӳс хӳрелӗх.
Янӑ халӑха малтан мала...
Ҫул - йӗрне тупаять - ши, ман халӑх?!
Тӗпсӗр кӳллӗн тӗпне тупма ҫук.
Сӑр вӑрманӗ юманлӑх, ҫӑкалӑх.
Ҫуккин ячӗ, паллах, тетӗп ҫук.
Вилнине чӗртейме питӗ йывӑр.
Кашни ялӑн йӑли хӑйне май.
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:42

Чутая - кам хурлӗ?

Чутая - кам хурлӗ? Чутая - мухтар!
Хамӑр ҫипуҫа та ӗмӗртен, савар.
Шурӑ тӗсӗ - Туррӑн. Тур ӑна хавас.
Санӑн чӑн та килтӗр пит сума сӑвас.
Чӑн чӑваш пурнатӗ, эсӗр, пур чухне.
Ҫӑлтӑр пек ҫутаттӑр, ҫӳлтен ҫӗр ҫине.
Уйӑх пек сӑн - питлӗ, пирӗн, Чутайсем.
Улӑх - ҫаранти пек чечекех, вӗсем!!!
Кайӑк хур карти пек тӑрӑр, картана.
Чӑн чӑваш пулнишӗн тав тӑвам, сана!
Чӗлхӗре те упрӑр, парӑр малалла,
Ун пекки те ҫук тӑр, чӑн та пулмалла.
Чӗвӗл чӗкеҫ евӗр, чӗвӗлтет савса.
Ӗмӗртен вӑл килнӗ тӑрӑр, пуҫ тайса.
Шурӑ акӑш тӗкӗ майлӑ, эс, ҫемҫе.
Чутая курсамӑр, кашни теп ҫеҫке?!
Ҫеҫкине ҫураҫҫӗ ӑшӑ кун ҫитсен...
Таврана чӑнах та нӗр - сӑнне кӗртсен!
  • Класс!2
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:34

Эй, Турӑҫӑм ҫӑлсамччӗ

Кашнийӗн хӑйӗн пулӗ, Тур патне кун - ҫул.
Чӑнах, инкек пырса ҫапсассӑн, утма ҫул.
Выртать унта, шур чиркӗве, кӗме васкан.
Хӗрес хыван, пӑхса, илсе паллах кӑн - кан.
"Эсех ҫеҫ, Турӑҫӑм, пар чун ҫирӗплӗхне.
Тек ҫӗнтерме парсам, усал - тӗселсене.
Чуна илес, тесе. Шак хучӗҫ утӑма.
Эй, Турӑҫӑм, ҫӑлсамччӗ, - тетӗп пуҫӑма!
Ӳкес ҫӗрте ална тӑсса парсам, мана.
Питех кӑра та ҫакӑ пирӗн, самана.
Пӗрне ҫӑтса вӑл ярӗ - лекнӗн, авӑра.
- Манпа пулсан, чӑнах та, эсӗ, ан хӑра.
Вӗсем пӗлмерӗҫ, тетӗп. Хӑйсене хӑйсем.
Тискер ӗҫне тумашкӑн ҫитрӗҫ, вӑйӗсем.
Пытарчӗҫ те манран, йӑлтах эп, куртӑм, хам,
Илтес теменнине те илтрӗ ман хӑлхам...
Ҫынна усал туни вӑл, таврӑнӗ кайла.
Пуҫу тавра ч
  • Класс!2
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:29

Астӑватӑн пулӗ тусӑм виҫӗ хурӑн

Астӑватӑн пулӗ, тусӑм, виҫӗ хурӑн?
Ҫавӑ пулӗ саншӑн чӑн та ҫул палли!
Астуса ҫавна - и - ха, эс, пырӑн?
Ҫавӑнта та выртӗ сан, юлташ, вилли.
Вилӗме, никам та, кӗтейсе лармасть тӗр.
Вилӗм кӗперен те ҫывӑх, теҫҫӗ тем.
Ыр сунан унта та чӑнахах манмасть тӗр.
Ҫын пулсаччӗ тетӗн вӑл чӑн - чӑн этем.
Пурнӑҫӑн саккийӗ чӑн та сарӑ, теҫҫӗ.
Сарлака пулнишӗн, вырӑн, ҫитӗ - и?!
Такама лармалӑх, куртӑр Турӑ, теҫҫӗ.
Кун ҫути пуриншӗн, тетӗп ҫитӗ - и?
Ыр ҫынран, ыр вӑрлӑх акӑнса та юлчӗ.
Манӑн, чун йӑранӗ, йышӑнчӗ ӑна.
Куҫӑмра куҫҫуль те ас илсе ман тулчӗ
Ма этем чӑнах та ҫӗр ҫинче хӑна?!
Пурнӑҫӑн саккунӗ, ҫавӑн пек тӗр, теҫҫӗ?!
Нимӗн те тӑваймӑн, эс, улӑштарма.
Ҫимӗкр
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:26

Чутайсем

Чутайсем - чи илемлӗ, ман, халӑх,
Чӑн - чӑваш, ҫипуҫне тӑхӑнсан.
Мӑнӑ шывӗ. Сӑр пекех, аваллӑх.
Улӑхри чечек евӗр пулсан...
Ӗмӗрхи туйӑмсем, нӗр кӗртеҫҫӗ.
Шарлакри шыв пекех кӗмӗл тенкӗ, сас пар.
Чутайсем - тӗнчене, хӑт кӗртеҫҫӗ.
Эс, апла, малалла яра пар!
Чутайсем - маххине тӗр памаҫҫӗ
Ят ямаҫҫӗ, хастар пулнӑран.
Чутайсем - чӗлхине мантармаҫҫӗ.
Питӗ лайăх вӑл, теҫҫӗ. Пулсан!!!
Кушелте упранать, ун такмакӗ.
Туйсенче тӑкӑнать туп - туллин.
Кукамай та кукаҫ, ун маҫак та мамакӗ.
Ӗлӗкрен илсе юлнӑ туллин.
Юррине пуҫласан, вӑрман янрӗ.
Ян сас кайӗ тавран сарӑлса.
Уйӗ - хирӗ, пире, вӑй - хал парӗ..
Ял таврашӗ ялан пил парса.
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:23

Чӑн Чутай

Чӑн Чутай, Арӑмсем, чечек евӗр хитре.
Чӑн Чутай, туй тумне, курма тиврӗ, сире.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, хисеплеҫҫӗ ӑна.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, тӗнчере пӗр кӑна!
Чӑн Чутай, ҫыннисем, йӑлана хисеплеҫ.
Чӑн Чутай чунлисем ҫӗр ҫине пӗр килеҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, Чутая - чыс тӑваҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, - ҫӑлтӑра та сӑваҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, хӗрлӗ тӗслӗ, вӗсем.
Чӑн Чутай, хӗрӗсем, хӗрлӗ питлӗ, тесем.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, чун - чӗреллӗ вӗсем.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, Чыслӑ - сумлӑ вӗсем.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, чӗлхене чун кӗртеҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, чӗрере вут чӗртеҫ...
Чӑн Чутай, ҫыннисем. Сӑр шывне юратаҫ.
Чӑн Чутай, ҫыннисем, мӑшӑрне юратаҫ...
Чӑн Чутай, ҫыннисем, туй тесен кар! сикеҫ.
Чӑн
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:21

Тӑван пиҫнӗ тӑварпа

Тӑван пиҫнӗ, тӑварпа.
Тӑван - тӑва хӑпарма.
Ҫӑкӑрпа та Тӑварпа.
Ӗмӗр пӗрле пурӑнма.
Шӑлтӑр - шалтӑр, урапи,
Шӑлтӑрттаттӑр майӗпен.
Юрлӑп - и те ташлӑп - и?!
Ӗмӗр ирттӗр, ерипен...
Тӑван, сахал, эс, йӗрех.
Куҫҫульпе пить ан йӗпен.
Пурӑнар - и чиперех.
Ырлӑх патӑр. Турӑ, тен?!...
Хура тутӑр - хур курма.
Хурине салтса перех.
Сарри - савӑнӑҫ курма.
Хурлӑх, сирӗн, ирттӗрех.
Кӑмӑл курма - кӗмӗл пур.
Пурри - пуршӑн кулянать.
Турӑ панӑ кунӑм пур.
Ҫукки ҫукшӑн вырханать.
Аллунта хут купӑс пур.
Савӑнтарать халӑха.
Сассӑм хыт янрассӑм пур.
Ырлӑха мар, хурлӑха.
Пуҫра сывлӑх пур чухне.
Ма - ха, пирӗн, савнас мар?!
Мире пар, мир халӑхне.
Пархатар курмашкӑн пар.
Палан йывӑҫ, пал
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:17

Купӑса тӑсса ярсан

Купӑса тӑсса ярсан,
Чӑваш, чунӗ савӑнать.
Хитре ҫемӗсем тухсан,
Чӑваш, ташша тытӑнать.
Ӗҫ ҫинче хыт авӑнсан,
Мирпе, пулма та юрать.
Уявсенче савӑнсан,
Пурӑнмашкӑн та юрать.
Пӗрне - пӗри вӑй парса.
Кӗвӗ - ҫемӗ пурӑнать.
Халӑхпа юр янратсан,
Чӑваш чунӗ лӑш! канать.
Акатуй е ахаль туй.
Туй - ҫуйра, пур мыскара.
Мыскарасӑр - пур - и туй?!
Юн юхать, тет, вӑрҫӑра.
Питлеме ӑна ҫеҫ хӑй.
Пӗрле, эпӗр, савӑнни
Ҫичӗ ютшӑн хуйхӑ - и?!
Пӗрле мирлӗ пурӑнни.
Кӗвӗҫ чуншӑн япӑх - и?
Халӑх, аптраман тавраш,
Йывӑр чух пуҫа усман.
Питӗ авалхи тавраш.
Улӑп паттӑр пур. Юман.
Сӗм вӑрман кашла вӑш - ваш.
Йӗкелӳ ташлатӑр сан...
Ҫил пекех ҫӳрет чӑваш.
Ыр ӗҫ ту, сӑвапӑм, сан.
Сан, уяв - и, кӳ
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 20:04

Ҫӗр ҫул сунаҫҫӗ пурӑнма

(Ҫӗр ҫул тултарнӑ, хамӑр кас ҫыннине, педагогика ӗҫӗн ветеранне, Софья Николаевна Ульянована... Халалланӑ сӑвӑ йӗркисем...) Ҫӗр ҫул сунаҫҫӗ пурӑнма, Чунпа - Юратнӑ ҫынсене. Чукункасси те мухтанма. Пултарӗ, тет. Мир - тӗнчене. Этем, кун - ҫулӗ, шыв пекех. Юхать, иртет. Хӑйне майлах. Паян та вӑл - пике пекех. Ӑшши те сар хӗвел майлах. Ун куҫӗ - тарӑн, ҫӑлкуҫах. Вӑл - тӗпсӗр кӳлӗ пек чӑнах. Калаҫ ларса, чунне уҫах. Ун кун - ҫулне те эс сӑнах. Хура - шурри, мӑй таринех. Курса ӳснех, выҫ - туттине. Мӗнрен килет пуль. Ҫӳлтенех. Тӑсаҫ ыр ҫын, кунне - ҫулне. Ҫӗр ҫул пурне те памаҫҫех. Чӑваш сурпанӗ пек кун - ҫул. Вӑл - вӑрӑм та питех инҫех. Кашни саманчӗ - уншӑн, шкул
  • Класс!2
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 19:56

Атте-анне ҫуртне ҫӗнетнӗ

Атте - анне, ҫуртне, ҫӗнетнӗ.
Ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ сӑн кӗртсе.
Ах! чӳречи ун юлтӑр, тенӗ.
Хашакӗ - чунӑма чӗртсе.
Ҫак кил - кӗрӳ те, кин те кӗртнӗ.
Тултарнӑ сак ачапалах.
Тӗп кил вучахӗ кам, теп чӗртнӗ
Ҫавна хисепӗм тумаллах.
Ах! пурнӑҫ ҫулӗ темӗн тӗрлӗ.
Вӑл - пуҫланать, тӑван ялтан.
Паян та тӗррине кам тӗрлӗ?!
Ан та вӑл кайтӑрччӗ, ялтан...
Ял - йыш, пускил пире юратнӑ
Вӑл панӑ хӑйӗн ӑшшине.
Чунра ҫут ӗмӗтӗм ҫуратнӑ.
Вӗҫмешкӗн питӗ инҫене.
Ҫунат сарма, эпир, пултарнӑ.
Вӗҫсе те кайнӑ, инҫене.
Ун чух, атте - анне те пулнӑ.
Тытса та тӑнӑ кил ӑшши.
Паян тен пушанса та юлнӑ.
Ачи ӑҫта ҫӳретӗ - ши?!
Мӗнле ҫынпа курса калаҫнӑ.
Вӑл курнӑ пуль, ыр - усала?
Пӗр чунӗ хӑйпеле кал
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 19:47

Ачалӑхӑм

Ачалӑхӑм, ачалӑх.
Ӑҫта чупса ҫитен?
Ачалӑхӑм, ачалӑх.
Хӑш кӗтесе ҫитен?
Ачалӑхӑм, ачалӑх.
Ӑҫта чупса иртен?
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Хӑш кил - ҫуртран иртен?
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Сӑпка пуль сиктерет?
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Утя пуль сиктерет?
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Аса илӳ юлни
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Ирпе тул ҫутӑлни...
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Мӗнпе асра юлан?
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Утлан та эс, юлан.
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Хыҫа та ҫав юлни?!
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Йӑлтах санпа юлни.
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Атте - анне хӳтти.
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Ҫак ҫӑкӑрӑн хытти.
Ачалӑхӑм, ачалӑх...
Каламӑп та ытти?!...
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Хӑшти - ши ял, кӗтес
Ачалӑхӑм, ачалӑх
Туртать пек вӑл йӗтес?!
Ачалӑхӑм, ачалӑх,
Санпа эп ҫук пӗтес.
Ачалӑх
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 19:45

Чутайсен хайне евӗр тӗнче

Чутайсен хайне евӗр тӗнче те.
Хӑйне евӗр кӗпе те тӳпе.
Турри унӑн чӑнах та, инҫе те.
Патши калӗ: Тус пул, пирӗнпе!
Аннесем те тумланнӑ ҫаплах тӑр.
Кукамсем те тыр вырнӑ ҫаплах.
Асанне ӑс парса эс калах тӑр.
Халӑхпа сӑмах ту, чӑвашлах.
Чӑваша ҫӗр ҫине Турӑ янӑ.
Сӑн - пит панӑ сана чӑвашлах.
Кам - ши тетӗп ӑна ҫуса янӑ?!
Ҫырӑнса вӑл юлнах, чӑвашлах.
Чӑвашсем - вӑрман евӗр сас парӑр.
Шавлӑр, кашлӑр май панӑ чухне
Шарлакри шыв - шур майлӑ теп сикӗр
Ан та манӑр, чӑваш чӗлхине!
Чӗлхене пӗтерсен халӑх пӗтӗ.
Пӗтӗ пирӗн, малаш, пуласси.
Халӑха пӗтерсен, чӗлхе ҫӗтӗ.
Ҫапларах тӑр. Чутайӑн сасси...
Кӗҫӗнни те калаҫ, эс, асси тӗр.
Чӑваша та мансан, хӑв пӗтен.
Ахӑрсан, с
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 19:39

Чутай тумтирӗ вӑл - аваллӑх

Чутай тумтирӗ вӑл - аваллӑх.
Пин - пин ҫулсем выртаҫ, унта.
Пулсассӑн, тусӑм, каламаллӑх.
Тӗпре - пӗр шурӑ тӗс, ҫанта.
Ӑна, Мӑн Турӑ та хавас мӗн,
Йӑлтах тӑраҫ, килӗшӳре.
Чутайӑма хытах савас мӗн,
Питех килет, ҫут тӗнчере.
Тӗнче ҫути пек кӗмӗл тенкӗ.
Ҫутаттӑрчӗ, хӑв кун - ҫулна.
Хӗресҫаккийӗм, вӗҫсӗр - хӗрсӗр
Мӑйна ҫакса ярсам, кӑна.
Шап - шур сурпан пек вӑрӑм пултӑр.
Сан, ӗмӗр, ҫакӑ ҫӗр ҫинче.
Хулҫи те кайӑк ҫунат сартӑр,
Вӗҫмешкӗн, мир ытамӗнче.
Масмак - ҫут тӗнчене тытатӗ
Персе ан антӑрччӗ тӳпе.
Ах! аслати кӗмсӗртетӗ
Ут урапи кус, чул ҫипе.
Ах! Ҫиҫӗм те шартлаттаратӗ.
Пушши тивет - ши усала?
Чӑваш - хӑй тӗнчине, тытатӗ
Хытах савать, шур япала.
Кӗпийӗн чӗ
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 19:35

Чӑваш тӗнчи

Кашни чӑваш - чӑваш ҫураттӑр.
Тур янӑ халӑх, ҫутӑ тӗнчене.
Чи малтанах - чӗлхе, ан мантӑр,
Вӑл - тӑхӑнтӑр, хӑй кӗпине.
Кӗпе ҫинчи, паха тӗррийӗ,
Вӑл - илӗрттӗр, илемӗпе!
Ах! чӗвӗлтеттӗрчӗ чӗлхийӗ,
Вӑл - пытӑр пурнӑҫ, тӑршшӗпе!
Нимрен те катӑк мар, мала та.
Чечек пекех - кашни, ача.
Хисепӗм тутӑр ял - хула та
Вӗсем, ем - ешӗлех, калча!
Калча ӳссен, пучах та тутӑр.
Тыр пулӗ пултӑрччӗ, тулли.
Сӑн - питсенче йӑл кулӑ пултӑр.
Пулсан ача - кил - ҫурт тулли!
Сентиӗм чуптӑр, юланутҫӑн,
Ах! ҫӑмӑл пултӑр ҫеҫ юртти.
Чӑваш тӗнчишӗн, ӗҫ - хӗл пуҫӑн
Тек пуҫӑнсан пулать, ытти...
Юмах - халап та сӑвӑ - юрӑ
Пит ҫывӑх пулччӑр, вӗсене.
Аҫу - аннӳ, паян, чӑн Турӑ
Чун панӑран, чӗл
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 19:33

Сӑваплӑ Турӑ Амӑшӗ

Сӑваплӑ, Турӑ Амӑш,
Асам та Тӗлӗнтермӗш.
Ҫут кун паран вӑл - Амӑш.
Ҫут тӗнчери, миҫемӗш?!
Вӑл чӗрӗ чӑн та ҫын пек.
Утать пирпе пӗрлех.
Илтен, куран та ҫын пек.
Кӗлтуниех кирлех.
Чире - и, эсӗ кайӑн?!
Е тапӑнӗ усал.
Тек тӗлӗнӗн те кайӑн.
Калать пек вӑл - тасал?!
Таса марри, хӑпайтӑр.
Пар ирӗкӗм, чуна
Ҫан - ӳтӗмӗм, сывлатӑр.
Кӗтме пар. Ҫут куна!!!
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 16 ноября 2025 в 19:32

Тӑванӑмҫӑм

Тӑванӑмҫӑм, тӑван
Тӑвансӑр, мӗн тӑван?
Тӑван - тӑвар ҫиме,
Пӗр ӗмӗр ирттерме.
Тӑванӑмҫӑм, тӑван
Санпах мана аван.
Тытсамчӗ тав курки.
Пурин те пур йӗрки.
Тӑванӑмҫӑм, тӑван.
Тӑван - пурне саван.
Савсассӑн - сар курка.
Савман тӑк - пуш курка.
Тӑванӑмҫӑм, тӑван.
Тӑван - сума сӑван
Тавсси тӑвам, сана.
Тӑссам ҫеҫ кун - ҫулна.
Тӑванӑмҫӑм, тӑван.
Тӑвансӑр, мӗн тӑван?
Сана, ман, пысӑк тав.
Эппин, мана, хыт сав.
Тӑванӑмҫӑм, тӑван,
Хисеп те чыс тӑван.
Юрат - хӑв тӑванна...
Юрат - хӑв пурнӑҫна.
Тӑванӑмҫӑм, тӑван.
Тӑвансӑр, мӗн тӑван?
Тӑван тута тӑвать
Ют ҫынӑм - хур тӑвать.
Тӑванӑмҫӑм, тӑван,
Тӑвансӑр, мӗн тӑван?!
Тӑван тутийӗ - пыл,
Ют ҫын тутийӗ - юн...
  • Класс!0
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 11 ноября 2025 в 20:59

Хамӑр Ивановшӑн эп кӗрем тава

Ай тур - тур?!
Чӑн - чӑваш пӗтсессӗн, пӗтӗ ҫут тӗнчемӗр.
Турӑ янӑ халӑх ҫакӑ ҫӗр ҫине.
Авалтан халӑха вӗрентсе ҫын пул, тенӗ.
Эс, этем, пулсан, пулмасан та...
Кӗҫтентин Иванов Слакпуҫне ят-сум панӑ.
Ҫав синкерлӗ шӑпа сар пикен.
"Нарспине" вуламан, паян кун, кам - ши юлнӑ?!
Хам та йӗнӗ ӑна, ачалла шеллесе.
Чӗмпӗрте чӗм илсе чӗринче теп ҫуралнӑ.
Халал панӑ пекех ҫырӑва эп илсе.
Аллӑма тытайма шӑпа тухнӑ.
Ватти панӑ пулнах куҫ пекех упрама.
Ачасем эп ҫумне шӑпланса та теп ларнӑ.
Каланка ӑшӗнче вут ҫунать ӑшӑнма..
Ман ҫумра та Тайӑр, Трубина Мархви те.
Пурне те каламӑп, эсӗ, туй хӑвах.
Тыткӑна илет ҫав ма - ха ӗлӗкхи те?!
Пурне те ҫитермӗп эп кӗртме
  • Класс!2
Николай Крупинов. Сӑввисем
добавлена 11 ноября 2025 в 20:32

Хамӑр ялсене, салам!

Хамӑр ялсене, салам!
Аслӑ Ҫӗнтерӳпеле.
Кашни паттӑр вӗть, калам.
Пуҫ тайса та илмелле!
  • Класс!1
Показать ещё