Салтаксен çемйисем — тимлĕхре
Округра ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси тивĕçлĕ шайра пурнăçланать. Çак тĕллевпе йĕркеленĕ координаци центрĕ йышне Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн, çынсене ĕçе вырнаçтаракан центрăн, округ администрацийĕн тата Раççей Пенси фончĕн Елчĕкри клиент службин представителĕсем кĕреççĕ.
Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 205 социаллă паспорт йĕркеленĕ: вĕсенчен 87-шĕ мобилизаци йĕркипе СВОна хутшăнакан, 6-шĕ — «Атăл» батальонри салтаксен, 112-шĕ контрактниксен çемйисем. Çỹлерех асăннă документра кашни çемьен йăла условийĕсене, тупăшне тата ытти çивĕч ыйтăва палăртнă. Координаци цен