19.02.2015 Муркаш районĕ - пултаруллă та ăста çынсемпе палăрнă вырăн кăна мар, куçа илĕртекен вырăнсемпе те чаплă. 2014 çулта вăл хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна пула чăваш ÿнĕрçисем хитре те асра юлакан вырăнсене шурă пир çине куçарнă. Куравпа Константин Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче паллашса пулать.