Чӑваш Республикин наци библиотеки
ТӖП СТРАНИЦА
ХЫПАРСЕМ
Людмила Сачковӑн кӗнекисене пахаларӗҫ
Posted on 28.10.2024, By admint
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Людмила Сачковӑн кӗнекисен хӑтлавӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Писателӗн икӗ кӗнекерен тӑракан «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» историлле романӗсене сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем, вулакансем, юлташӗсем, ентешӗсем, вӗрентекенсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
«Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» – икӗ томран тӑракан историлле роман. Пӗрремӗш кӗнекине Людмила Нико