Мӗнпе йӑпанӗ-ши, амӑшӗн суранӗ?!
Пуҫне ҫӗклерӗ тӑшман-хаяр ҫӗленӗ.
Сӑхать, пӑвать хӑрушӑ -ӑссӑр Тайпан
-Никама кирлӗ мар , киревсӗр, шуйттан!
Йӗппе чиксен те ыратмӗ ун пекех,
Ҫӑваймӗ, юхакан куҫҫуль чухлӗ, ҫумӑр!
Ӗсӗкле, ӗсӗкле йӑлӑнать ҫӗрӗпех ,
-"Ей, Турӑҫӑм , чӗрӗ юлтӑрччӗ ҫеҫ, ывӑл!".
Тӗлӗкре курса калаҫма май пулсан,
Сивӗре ӑшӑтма чунӑмпа пултарсан,
Пуринчен телейлӗ , урӑх ним кирлӗ мар
Харпӑр хӑй юнӗ, нимӗнрен хаклӑран.
Ҫӗр ҫинче ҫынна нумай та кирлӗ мар-
Ывӑла вӑрҫӑра ҫухатма ҫуратман.
Ӑнланатӑн пулсан ,тӑшман чарӑнсам,
Тархасшӑн, илтсемччӗ! Ывӑлсе тавӑрсам!
Шанӑҫпи Натали. 26.02.2025 ҫ.