Йӑсӑр витӗр чылай чух пӑхатпӑр,
Пурнӑҫра кӑлтӑксем те тӑватпӑр.
Мӗнле тӗрӗс - йӑлтах ӑнланатпӑр,
Пурпӗрех час-часах йӑнӑшатпӑр.
Хамӑра чылай чух улталатпӑр,
Кам савмасть - ма ҫавна юрататпӑр?
Кам килме шутламасть - тек кӗтетпӗр,
Вӑхӑта ахалех ирттеретпӗр.
Таракан хыҫӗнчен хӑвалатпӑр,
Кӑлӑхах пулнине тавҫӑратпӑр.
Чӑнлӑха курмӑшла ма вӑлтасшӑн?
Суйине ма тӳрре кӑларасшӑн?
Чунӗнче урӑххийӗ - сисетпӗр,
Пуш сӑмах хӗлӗхне ӗненетпӗр.
Тӑрнасем тӳпере вӗл вӗҫеҫҫӗ,
Миҫе кайӑк енне иленеҫҫӗ?
Суккӑр ӗмӗт тытса пурӑнатпӑр,
Кирлине хыҫала хӑваратпӑр.
Вӑхӑта уссӑрпа тултаратпӑр,
Каялла таврӑнмасть - йӑлт чухлатпӑр.
Кам пуласшӑн пӗрле - хӑй ҫул тупӗ,
Саншӑн тем те тума хатӗр пулӗ:
Сыхлӗ, упрӗ, юратӗ, ш