Çак кунсенче «Труд» хуçалăхра пулса, кунти ĕçченсем çурхи ака ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе паллашма тỹр килчĕ. Валерий Германов ертỹçĕ пире хапăл туса кĕтсе илчĕ. Чи малтанах производство кооперативĕн техника паркне чарăнтăмăр. Кунта ĕç вĕресе тăни тỹрех куç тĕлне пулчĕ. Уй-хире илсе тухма хатĕр тракторсене, акана хутшăнакан агрегатсене пĕр рете вырнаçтарса лартнă. — Ыран техника юсавлăхне тĕрĕслекен комисси пирĕн хуçалăхра пулать, çавна май механизаторсем «тимĕр учĕсене» тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, — пĕлтерчĕ Валерий Иванович техника çумĕнче хĕвĕшекен трактористсем çине кăтартса. Елчĕк ен.