Мӗншӗн-ши? 🤔
Япӑха иленме питӗ ҫӑмӑл,
Ҫут тӗнче арпашать усалпа.
Самана таппинчен иртме йывӑр,
Урмӑшать вӑл хӗрӳ тӑвӑлпа.
Этемсем пӗр-пӗрне кураймаҫҫӗ,
Тулашаҫҫӗ ним ҫук ҫӗртенех.
Пӗрисем тепринчен пӑрӑнаҫҫӗ,
Икӗ ӗмӗр пурнассӑн пекех.
Кам укҫашӑн ҫунса антӑхать пуль,
Ҫук ҫынна пурӑнма та хӗнрех.
Тепӗр ҫын тӑванран ютшӑнать пуль,
Юттипе ӗҫ-пуҫсем меллӗрех.
Арҫынсем ӗҫкӗрен хӑпаймаҫҫӗ,
Ялсенче хусахсем мӑй таран.
Пурнӑҫ хакӗ мӗнне ӑнланмаҫҫӗ,
Тӗнче тикӗс вӗсемшӗн - айван.
Мухтанма пултараҫҫӗ сӑлтавсӑр,
Пӗлӗте ҫуракан ҫерҫисем.
Ҫук ҫӗртен пур туса кӑтартмасӑр
Чун-чӗри чӑтаймасть пуль вӗсен.
Шел пулин те ҫынсем хӑшкӑлаҫҫӗ,
Чир-чӗрпе аптраса ҫамрӑклах.
Инкекрен хӑпаймасӑр к