Ҫак 2026-мӗш ҫулта, кашнин килӗнче хӑтлӑхпа лӑпкӑлӑх, чӗрере — ӑшӑлӑхпа савӑнӑҫ, пурнӑҫра вара ҫӗнӗ ҫутӑ майсем илсе килтӗр тесе чунтан сунатӑп. Эсир ҫумра пулнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн, чӗререн тав тӑватӑп. Эсир мӗн шухӑшланине пурне те пурнӑҫлама май тупатӑрах. Кашни кун пӗчӗк тӗлӗнтермӗш, кулӑ, хавхалану, ырӑ хыпар тата ӑшӑ туйӑм илсе килтӗр. Сывлӑх, чун ҫутипе килӗшӳ сунатӑп!❤️🥂🫶❄️🥳🎄