Сивӗ, ҫатӑр сивӗ
Сивӗ, ҫатӑр сивӗ,
Ҫул-йӗрсем пӑрлак.
Асӑрхан, тӑм тивӗ,
Урамра Кӑрлач.
Шур юр кӑчӑр-кӑчӑр,
Утӑм кӑмӑрчак.
Юр пӗрчи - хӑй ҫӑлтӑр,
Йӑлтӑр- йӑлтӑркка!
Ҫил-тӑманӗ шухӑ:
Ахӑрни-пӗр сас,
Уласан- сӗм шухӑш,
Юрӑ- шӑхӑрсан.
Йывӑҫсем те капӑр,
Кайнӑ тӗлӗрсе.
Шурӑ-шурӑ тутӑр
Ҫыхнӑ пек вӗсем.
Таврари кӗрт-сӑрчӗ:
Хӗл хывви-ташши.
Ӗнчӗ сӑн ӳкерчӗк
Пулмӗ ытлашши.
Сив Кӑрлач асамҫӑ:
Сурхури, улах...
Ӑрӑмлать вӑл уҫҫӑн,
Калӑн, чӑн юмах.
Тунсӑх-терт - пӗр ҫемӗ,
Ан ҫуйхаш, ҫухал.
Ӗмӗтленнӗ ӗмӗт,
Ҫит, парсам вӑй-хал!
Галина Кӗмӗл.