ВАТТИНЕ АСӐНСАН - ХАВАЛ ТУХӖ
Ваттине асӑнсан - хавал тухӗ.
Ваттисемсӗр пулмасть пуль, йӗрке?
Пурпӗрех, пӗлӗтре, хӗвел тухӗ.
Ват ҫынна, нихӑҫан, ан тирке!
Ватӑлатпӑр эпир те юлташӑм
Ват ҫынна, чыс - хисепӗм, тусам.
Ыррине ҫеҫ каласчӗ, чӑвашӑм,
Ваттине, эс, сума та сусам.
Ват ҫынпа, килӗр - ҫуртӑр та ӑшӑ,
Ватлӑх килӗ ҫав, камӑн мӗнле?!
Самани те тӑрсан пит хӑрушӑ.
Чӑтма пулӑш ҫав хурҫ - тимӗрле...
Ват ҫынран нихӑҫан та ан йӗрӗн.
Ватӑ ҫын вӑл - тытать, тӗнчене.
Ӑнсӑртран тен, ӑна, кӳрентерӗн?
Вӑл - сунать, тӑнӑҫ мир - тӗнчене!
Ват ҫынпа, кил - ҫуртра та теп латӑ.
Килӗшӳ - кил илемӗ, пӗлсем.
Урунта ҫӑпата е сан атӑ,
Атӑла чыс тума та пӗлсем!
Ватӑ ҫын халалне, тетӗп. Илӗр.
Мирти мулӗ ҫу