Черетлĕ отпуска курма килнĕ Евгений Мурзаковпа тĕл пулма калаçса татăлсанах пĕр тăхтаса тăмасăрах Эренар ялне çул тытрăмăр. Телефонпа пĕлтернĕ пекех, палăртнă çурта çăмăллăнах шыраса тупма май килчĕ. - Питĕ хăвăрт çитрĕр-çке Эсир, - йăл кулăпа кĕтсе илчĕ яштака çамрăк шалалла иртме сĕнсе. Каччăна ку таранччен курман пулин те ман умра Женя тăнине ăнланса илтĕм. Пĕрре пăхсан ытти çамрăксенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть пек те, анчах ун тыткаларăшĕнче çирĕплĕх палăрни тÿрех сисĕнет. - Эпир халĕ кăна шкултан таврăнтăмăр. Женя вĕрентекенсемпе тата ачасемпе тĕл пулса калаçрĕ, - сăмах хушрĕ Женя ашшĕ Димитрий Евгениевич. Малалла сăмах отпуска таврăннă ывăлĕ çине куçрĕ. Служба вăхăтĕнчех контра