🎄🎄🎄КИВӖ ҪӖНӖ ҪУЛПА
💥Альбина ЮРАТУ
🎄🎄🎄САЛАМЛАТӐП
Сап-салам, ыр туссем, тӑвансем!
Йышӑнсамӑр манран саламсем!
Саламлатӑп сире пур чунтан,
Паянхи сапӑр ыр кунпалан.
Парнелетӗр ҫак кун ҫунатсем.
Ҫӑлтӑрла яр! ҫуталччӑр куҫсем.
Йӑлтӑр кулӑ вылятӑр питре,
Ҫӗн кунпа илемлентӗр чӗре.
Паянхи кун юлайтӑр асра,
Пултӑр вӑл чи хитри пурнӑҫра.
Юратса пурӑнар пӗр-пӗрне,
Упраса чун-чӗре ҫутине.
Юнашар пулччӑр ырӑ ҫынсем,
Савӑнтарччӑр вӗр ҫӗн хыпарсем.
Ирттӗр кун ӗненсе ӗмӗтпе,
Телейпе пайлашса туссемпе.
Хушса юрламалли:
Саламлатӑп, Саламлатӑп,
Паянхи хӗвӗллӗ ыр кунпа.
Сывлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп,
Пурӑнар ялан ҫут шанӑҫпа.
14.01.2026.