❤️Эсӗ манӑн хӗвел...
Эсӗ манӑн хӗвел, пӗлӗтри ҫутӑ уйӑх,
Каҫхи сӗмлӗх уҫҫин йӑлтӑркка пайӑрки.
Сансӑр хӑрӑк турат евӗрлех пулӑп тӑлӑх,
Пуш хрити пӗр пӗччен тӗмӗске кӗлетки.
Эсӗ манӑн вӗҫев, пӗрӗхен ӑшӑ ҫумӑр,
Савӑк кӑмӑл ҫутин ҫепӗҫ туйӑм юрри.
Сансӑр пурнӑҫ кичем, чӗреме пулӗ тӑвӑр,
Туйӑнмасть пек пачах ҫут телейӗм пурри.
Санпа ҫеҫ кайӑкла савӑнса вӗҫеетӗп,
Малалла ӑнтӑлса хаваспа пурӑнма.
Ыр пуласлӑх ҫумра пулнине ӗненетӗп,
Эс вӗрентрӗн мана чӗререн юратма.
💖💖💖💖💖💖💖💖💖💖💖💖💖
Марина Иванова, 25.01.2026