13. Çуллахи кунсенче шыва кĕни, колхоз купăстисене шăварни.
1960-1970-мĕш çулсенче çĕршыври колхозсем, çавăн пекех Елчĕк райо-нĕнчи колхозсем те майĕпен- майĕпен вăй илме, аталанма пуçларĕç. Эпĕ пĕчĕккĕ чухне пирĕн малтан Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз, ка-
ярах «Россия» ятлăскер ура çине тăма пуçларĕ, питĕ вăйлă аталанса кайрĕ. Уйрăмах колхозăн «овощи» текен бригади вăйлă аталанчĕ. Кĕçĕн Пăла шывĕ хĕррипе ,çырман икĕ енĕпе те, пушă çĕрсем çинче колхоз-никсем кашни çулах питĕ нумай купăста туса илетчĕç. Вĕсене бригадир-овощевод Турхан ялĕнче пурăнакан Пупин Степан Иванович ертсе пы-ратчĕ. Вăл виçĕ вăрçă участникĕ, 1940-çулта шурă финсемпе, 1941-1945 -м