💢«Ачăр утма пултараймĕ»
Шупашкарти Ирина Иванова — икĕ хĕр пĕрчи амăшĕ. Асли Александра çут тĕнчене йĕркеллех килнĕ, çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Амăшĕн чĕри кĕçĕннишĕн Аннăшăн ытларах ыратать… Тăхăр çулти тем те пĕлме кăмăллакан хĕрача тантăшĕсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть темелле. ДЦП диагноза пăхмасăр вăл спортпа та туслă, ӳкерме тата компьютер вăййисене выляма, пластилинран тĕрлĕ кӳлепе ăсталама юратать. Çакăн патне çитмешкĕн унăн мĕн чухлĕ тăрăшма тивнĕ, тивет те.
Инкек пĕччен çӳремест теççĕ. Аньăн та пĕр чир çеç мар, тĕрлĕ амак нушалантарать ăна: тетрапарез, энцефалопати, дизартри… Кунсăр пуçне пуплес енĕпе те йывăрлăхсем пур.
— «Сирĕн ачăр утма пултараймĕ», — терĕç мана хăй вăхăтĕ