Фильтр
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!!!
Чӑваш радио 100 ҫул эфирта! «Итлӗр, Шупашкар калаҫать!» сӑмахсем пӗрремӗш хут радиоприемникра 1926-мӗш ҫулхи октябрь уйӑхӗнче янӑраса кайнӑ. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа Чӑваш радио хумӗсем ҫинче ҫулталӑкӗпех ятарлӑ кӑларӑмсем тухӗҫ. Вӗсенче радио историйӗ, аталанӑвӗ, кунта тӗрлӗ вӑхӑтра ӗҫленӗ ӑста специалистсем ҫинчен каласа парӑпӑр.

Паян студире пирӗн ятлӑ-сумлӑ, пултаруллӑ, хисеплӗ ӗҫтеш Маргарита Кабетова пулӗ. Унӑн ячӗ Чӑваш радиопа уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Унпа вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ.

Тӳрӗ эфирти тӗл пулу паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 13 сехет те 18 минутра, пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, хӑнана ыйтусем пам
🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 18.01.2026ç.
Кăларăмăн кăҫалхи тапхарӗн алăкне уҫма вăхат ҫитрӗ. Паянтан сасалава ҫӗнӗрен пуҫарса яратпар. Хит-парадра янăракан юрасем те, паллах, улшăнӗҫ. Ҫав вăхăтрах 2025-мӗш ҫултан 26-мӗшне каҫса малалла тупăшакан артистсемпе вӗсен хайлавӗсем те пур. Эпир вӗсем кăҫал палăрасса, хит-парад ҫӗнтерÿҫи ята тивӗҫессе шанатпăр. Ҫакă вара йăлтах пирӗн итлекенсенчен килет. Енчен те эсир вăл е ку хайлавшăн ытларах сасăлатăр пулсан — ан иккӗленӗр, килӗштернӗ юрă пӗрремӗш вырăнта пулать. Сасăлав йӗрки улшăнман, питӗ ансат — малтанхи пекех Чăваш радион интернетри лапамӗсенчен иртет. Эпир «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсенче тата Телеграм-каналта пур. Хутшăнăр, п
‎Юрӑ пултӑр парне. Песня в подарок - 17.01.2026
‎Принимаем поздравления в группе «Радио Чувашии» в социальной сети «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio

‎Пишите ваши поздравления в Комментариях под постом о сегодняшней передаче.

‎Спешите! Поздравления можно оставить 17 января до 11.55ч.! Ведёт программу - Валентина Михайлова.

‎Кашни шăматкун 11 сехет те 10 минутра Чăваш радио хумĕсем çинче - пирĕн итлекенсен саламлă çырăвĕсемпе шăнкăравĕсенчен йĕркеленĕ «Юрă пултăр парне» тÿрĕ эфирти кăларăм.

‎Передача вăхăтĕнче студире 56-19-73 номерлĕ телефон ĕçлет. Унпа шăнкăравласа эсир те, хаклă туссем, хăвăр çывăх çынсене ăшă салам яма пултаратăр!
‎Тата «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушк
САЛАМЛАТПӐР!🎉
Паян пирӗн ӗҫтеш, Чӑваш радио кӑларӑмӗсене ертсе пыракан Маргарита Кабетова юбилейне паллӑ тӑвать. Чӑваш радион сумлӑ историйӗ унӑн ячӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Ҫур ӗмӗр ытла чӑваш гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн, радиоитлекенсен кунӗ вӑл сывлӑх суннинчен пуҫланать.

Маргарита Кабетова - Чӑваш радио сасси. Ӑна пӗлмен, илтмен ҫын ҫук та пулӗ. Тӳрӗ эфирти передачӑна ертсе пырать-и, ӑшӑ салам, ҫӗнӗ хыпарсем вулать-и - пур информацие те ӑнланса, чун-чӗре витӗр кӑларса юратнӑ итлекен патне ҫитерме тӑрӑшать.

Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн вӑл сахал мар наградӑна тивӗҫнӗ. Ҫак шутра: «Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисе
«Раннее утро. Город просыпается. А я спешу на любимую работу, которой преданна уже более полувека. Знаю, что с первыми позывными Радио Чувашии «Шупашкар калаçать» начнется новый трудовой день республики и столицы. И я постараюсь вложить в свой голос, который войдет в каждую семью, как можно больше тепла, доброты и оптимизма, чтобы настроить на созидание».
Кабетова Маргарита Кирилловна,
ведущая программ радиовещания ГТРК «Чувашия»,
Заслуженный работник культуры Российской Федерации и Чувашской Республики
#радиочувашии
#чавашрадио
#100летвэфире
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!

«Вӑхӑт ҫитрӗ» ярӑмӑн кӑҫалхи пӗрремӗш кӑларӑмне Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин культрӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халахӗсен Н.Фазыл ячӗллӗ, А.Талвир ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ, чӑваш литература анинче паянхи кун вӑй хурса, хавхаланса ӗҫлекен поэтсенчен пӗри - Раиса Сарпи хутшӑнать.

Кӑларӑмра сӑвӑҫӑн кун-ҫулӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ ҫинчен калаҫӑпӑр, унӑн сӑвви-юррине итлӗпӗр.

Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пирӗнпе ҫыхӑнмалли телефон номерӗ — 56-19-73.
Январӗн 14-мӗшӗнче 13 сехет те 18 минутра пуҫланать.

Чăваш радио
FM 88.1 (Шупашкар),
FM 99.9 (Çĕрпÿ),
FM 101.0 (Етĕрне),
FM 105.2 (Патăръел),
FM 10
ПĔР ПЫТАРМАСĂР. АНОНС!!!
Чӑваш радио 100 ҫул эфирта! Ҫавна май паян студи хăни - Константин Ченакин. Пурне те тÿрĕ эфирти тĕл пулăва йыхравлатпăр!
Чăваш радио хумӗсем ҫинче тухакан кӑларӑмсен сасӑ режиссерӗ, юрăç, автор сире хăйӗн ĕçĕ-хĕлĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ, пурнăçĕпе пултарулӑхӗ çинчен пĕр пытармасăр каласа парĕ. Çавăн пекех кăларăма ертсе пыракан Валентина Михайлован тата радиоитлекенсен ыйтăвĕсене хуравлĕ.
«Пĕр пытармасăр» кăларăм паян, кӑрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче, 13 сехет те 18 минутра, пуçланать.
Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче студие (8352) 56-19-73 телефонпа шăнкăравласа ыйту пама, хăвăр шухăша пĕлтерме пултаратăр. Çавăн пекех ыйтусене «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкӑнĕнче çак хыпарăн к
🎄КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 04.01.2026ç., 2 пайĕ
Çĕнĕ Çулти пĕрремĕш вырсарникун, эппин, ку çулталăкра та йăлтах хăй йĕркипе — Чăваш радио эфирĕнче хальхи чăваш юррисем янăраççĕ. Уяв кунĕсем вара малалла пыраççĕ. Шанатпăр вĕсем питĕ тухăçлă иртеççĕ. Эпир сирĕн кăмăла тата ытларах çĕклес тетпĕр. Çавăнпа паян 2025-мĕш çулта «Кайри-мала» хит-парадра çĕнтернĕ юрăсене малалла итлетпĕр. Аса илтеретпĕр, пирĕн кăларăмра çулталăк тăршшĕпе 40 яхăн юрă янăрарĕ, вĕсенчен 18-шĕ итлекенсен сасăлавĕпе пĕрремĕш вырăна тивĕç пулчĕç.
Показать ещё